ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Чӑваш Енре 2800 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хыпарланӑ.
Ӗҫ вырӑнӗсене мӗнле йӗркелӗҫ? Предприятисенче ҫӗнӗ производство хута кайсан. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» кальци гипохлоричӗ кӑларма тытӑнать. Унашкал аналогсем Раҫҫейре ҫук. Ҫавӑн пекех «Акконд», «Хӗвел», «Букет Чувашии» предприятисем хӑйсен производствине ҫӗнетӗҫ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле Чӑваш Енри монохуласенче 6 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Вӗсенчен 1,5-ше – Канаш хулинче.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара аран килнине хӑй куҫӗпе курса ӗненнине Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Министр ун чухне ку ыйтӑва уҫӑмлатассине каланӑ.
Владимир Иванов хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара 101-мӗш маршрутпа 3 пысӑк автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫакӑ ҫынсене ҫӑмӑллӑх кӳмеллех.
«Транспорт расписание ҫирӗппӗн пӑхӑнсан лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра лайӑхланмалла. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫынсене турттаракан транспортсем пӗтӗм нормӑна пӑхӑнасса шанас килет», — тенӗ Владимир Иванов министр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине бюджетран укҫа уйӑрни сая кайман. Энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине вӑл тӳлесе татнӑ — 6,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫа иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗ таран тата пуш уйӑхӗшӗн аванс евӗр саплаштарма кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнӗччӗ. Предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ.
Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ.
Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.
«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енри тӑватӑ чиперук хутшӑнать. 19 ҫулти Анна Антонова Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. 20-ри Анастасия Рыжкова — Шупашкар, 23 ҫулти Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар, 21 ҫулти Ольга Портнова Иркутск чысне хӳтӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть наци костюмӗсен конкурсӗ пулнӑ. Пирӗн ентешсем те унта чӑвашсен илемлӗ кӗписене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗрисем ташланӑ, теприсем картина ӳкернӗ.
Конкурс йӗркелӳҫисем ҫӗнтерӳҫе суйлама йывӑр пулассине туяҫҫӗ. Ара, пикесем пӗри тепринчен маттур, хитре. Жюри пайташӗсене наци тумӗсен конкурсӗ питӗ килӗшнӗ. Чиперуксем илемлӗ тумсемпе тухса хӑйсен регионне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Жюри те, чиперуксем те конкурс пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсем электроэнергие виҫевлӗ парасси пирки уведомлени янӑччӗ.
Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнине те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Сӑмаха тытас тесе Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.
Регионсем хушшинче иртекен «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2017» конкурса Челепи шкул ачи те хутшӑнӗ. Унти 105-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Попов ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекессишӗн Екатерина Тельцова (вӑл унти чӑвашсен наци автономийӗн пайташӗ) хавхалантарнипе хӑй пултарулӑхне тӗрӗслеме шут тытнӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хутшӑнмалли ӗҫсене йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре йышӑннӑ Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ конкурса 109 ӗҫ пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Элӗк, Канаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи тата Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрачасемпе арҫын ачасен пур.
Маларах асӑннӑ Челепи ачин пултарулӑхне «Сочинени» номинацире хаклӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14-сехетре Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче чыслӗҫ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫитме йывӑр пулнине хӑй курса ӗненнӗ. Ку — тахҫантанпах ҫивӗч ыйту.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 6 сехет ҫурӑра Владимир Иванов Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсемпе тата журналистсемпе пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти общество чарӑнӑвӗсене ҫитнӗ, унти лару-тӑрӑва сӑнанӑ. Хула ҫыннисем ирхи 7–8 сехетсенче Шупашкара аран-аран ҫитеҫҫӗ. Маршруткӑсем туп-тулли.
«Турист» чарӑнура, тӗслӗхрен, ҫур сехетре 262-мӗш маршрутка икӗ хутчен ҫеҫ иртсе кайнӑ. Пӗри те чарӑнман. Ҫынсем ҫапла кашни ир 20-30 минут кӗтсе тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах хӗлле Шупашкара ҫитме йывӑр-мӗн.
Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ӗлкӗрес тесе машина чарать. Ҫынсем влаҫ ку ыйтӑва татса парасса тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Чиновниксем хулара ку енӗпе чӑнах та ыйту ҫивӗч пулнине ӗненнӗ. Владимир Иванов министр маршруткӑсен час-часрах ҫӳремеллине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва вӑл тӗрӗслесех тӑрӗ.
Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ.
Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем ҫӳп-ҫап илсе тухмалли хаксене вӑйпа сӗннӗшӗн Чӑваш Енӗн тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службине апла тума юраманни пирки асӑрхаттарса ҫыру янӑ.
Тарифсемпе ӗҫлекенсем монополипе кӗрешекенсен умӗнче ертӳллӗ (управляющи) компанисене ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли хака пӗр кубометршӑн 340 тенкӗ тесе йышӑнмалла тесе янӑ ҫырушӑн айӑпа кӗнӗ. Кунашкал ҫыру яни антимонопольщиксен шухӑшӗпе конкуренцине пӑсма пултарать тата хаксен виҫине вӑйпа сӗнет. Ҫавна май ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак ҫырӑва каялла чӗнсе илме тата сайтри информацие кӑларса пӑрахма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫуп-ҫапа полигона таран илсе тухассин хакне Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ полигона уҫнӑ хыҫҫӑн ӳстерчӗҫ. Вӑл ытла та пысӑк пулни Владимир Путина та кӑсӑклантарнӑччӗ.
«Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ вӗсен умӗнчи парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнӗ шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн. тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ.
Паян каҫ кӳлӗм энергетиксем электричество пама пӑрахассипе хӑратнинчен ку ӗҫе пурнӑҫлама та тытӑннӑ. Троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона электричество пама пӑрахнӑ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗсенче троллейбус транспорчӗ чарӑнса тӑнӑ. Ҫавах та хулан тӗп пайӗнче, Чумкассипе Тӗкӗрҫ микрорайонсенче (ку лаптӑка «Коммунальные сети Новочебоксарска» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкарӑн коммуналлӑ сечӗсем) электричество парать, вӗсем электричество парассине пӑрахӑҫлама килӗшмен) вӗсем чиперех ҫӳренӗ.
22 сехет ҫитеспеле 2-мӗш подстанцине те, депона та электричество панӑ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |